ПРОЕКТ: « ВИÇĔ АКТЕР ÇĔРШЫВĔ»ТЕМĂНА ВĔРЕНТМЕЛЛИ МАТЕРИАЛ. МОРДВИНОВ НИКОЛАЙ ДМИТРИЕВИЧ БИОГРАФИ Николай Дмитриевич Мордвинов Етĕрне хулинче 1901 мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. Çамрăк чухнех драмкружок йĕркелеме пултарнă. 1924 çулта Мускава вĕренме кĕрет,анчах вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче ăна кăларса яраççĕ. 30-мĕш çулсенче вăл Ольга Константиновна Табунщикова актриса çине авланать. Вĕсен 1942 çулта хĕр çуралать,анчах менингит туберкулезĕпе чирлесе вилет.Урăх вĕсен ача пулман. 1940 çултанпа Моссовет театрĕнче актер пулса ĕçлет. 1949 çултанпа халăх артисчĕ. 1966çулта инфарктран вилсе каять. КИНОРИ РОЛЬСЕМ «Ленинградский проспект»(Забродин)1964çул «Когда улетают аисты»(ватă Лука)–тĕп сăнар1964çул «Смелые люди»( Кожин сăнарĕ) 1950 çул «В горах Югославии»( Славко Бабич)–тĕп сăнар 1946çул «Парень из нашешо города»(Алексей Петрович Васнецов начальник Омской танковой школы)1942 çул «Котовский»(Котовский Григорий Иванович)–тĕп сăнар 1942çул «Маскарад»(Арбенин) тĕп сăнар1941çул «Богдан Хмельницкий (Богдан-Зиновий Хмельницкий-гетьман войска Запорожского)–тĕп сăнар 1941çул «Последний табор(Юдко;бедный цыган)тĕп сăнар 1935 çул КИНОРИ РОЛЬСЕМ Ленинградский проспект (фильм-спектакль) : Забродин 1964 çулта ролĕ 1964 çулта 1950 1946 çулта В горах Югославии: Славко Бабич: тĕп сăнар 1942 çулта Котовский : Котовский Григорий Иванович : тĕп сăнар 1941 çулта Маскарад : Арбенин : главная роль 1941 çулта Богдан Хмельницкий : Богдан-Зиновий Хмельницкий : тĕп сăнар Когда улетают аисты: ватă Лука: тĕп сăнар çулта Смелые люди: Кожин ролĕ САДАЛЬСКИЙ СТАНИСЛАВ ЮРЬЕВИЧ СТАС АЧАЛĂХĔ Станислав Садальский Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи Шăкăртан ялĕнче 1950 çулта çуралнă. Пĕрремĕш класа вăл Канаш хулинче каять. 12 çулта чухне унăн амăшĕ чирлесе вилет:ашшĕ амăшĕ патне больницăна çÿременнине аса илет,иккĕшĕ çапăçнине те ашшĕ айккине чупнине те пĕтĕмпех унăн çамрăк чунĕнче тарăн йĕр хăварнă. Паянхи кун та вăл хăйĕн ашшĕне каçарман,иккĕшĕ халĕ те хутшăнмаççĕ. ЙЫВĂР ÇУЛ Актер пулас тесе Стас ачаран ĕмĕтленнĕ. 16 çулта Мускава ашшĕнчен тарать,Театр училищине вĕренме кĕреймест.Çулталăклăха Ярославль хулине ĕçлеме куçать.Кунта заводра ĕçленĕ чух хăйĕн талантне кăтартать.Вăл пысăк,талантлă артист пуласса заводри çынсем шанса тăнă. КИНО Садальский 1970 çултан кинофильмсенче ÿкерĕнме пуçланă.Чи пĕрремĕш роль–Владик ролĕ «Пĕрремĕш юрату хули» фильмра пулнă. Сад альский сăнарĕсем–ухмахрах,ăнманскер,анчах та мăнна хуракансем. Тĕп сăнарсенче те лайăх выляма тăрăшать: «О бедном гусаре замолвите слово», «Кот в мешке», «Без права на провал», «Презумпция невинности», «Три дня в Москве». «Место встречи изменить нельзя» фильмра вăл Владимир Высоцкийпе пĕрле вылянă.Çакăнта ăна тĕрĕс калаçманни те пулăшнă «Коселок,коселок» ТЕАТР 1973 çулта театр училищине вĕренсе пĕтерсен Маяковский театрне ĕçе вырнаçать,анчах характер йывăррине пула нумаях чарăнса тăраймасть.Галина Волчек театрĕнчен те 1982 çулта тухса кайма тивет. «Хĕвел-анăç» театрĕнчен те ,хăйĕн чăркăш характерне пула тухса кайма тивет. «Театр режиссерĕсем артистсене ним вырăнне те хумаççĕ:кашни утăмра эсĕ никам та маррине каласа тăраççĕ» тет хăйĕн скандаллĕ манерĕнче. АРТИСТ ПУРНĂÇĔ. 70-мĕш çулсенче С.Садальский Финлянди хĕрарăмĕпе паллашать те çав юратуран 1975 çулта унăн хĕр çуралать. Хĕрĕ Финляндинче пурăнать,ашшĕн тăван чĕлхипе калаçмасть. Паянхи кун актер виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерте Мускавра пурăнать. Хăй скандалист пулнишĕн вăл савăнать кăна. «Эпĕ яланах ухмаха пеме юратнă.Хамран лайăхрах пулма шухăшламан та ,яланах япăхрах курăнма тăрăшнă.Эпĕ гени пек вылятăп,тăшмансем те çавна пĕлеççĕ.Эсир килсе курăр мĕнле вылямаллине.Сăпайлах мари?Сăпайлăха ăнăçсăррисем валли хăваратпăр,эпĕ вара питĕ ăнăçлă» ГУЩИН АНАТОЛИЙ АЛЕКСАНДРОВИЧ АКТЕР ПУРНĂÇĔ Анатолий Гущин Çĕнĕ Шупашкарта 1976 çулхи чÿу уйăхĕн 30мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ вырăс,амăшĕ чăваш. Çĕнĕ Шупашкарти 10- мĕш № шкулта вĕренсе тухнă. 1993 çулта Мускаври Щепкин ячĕллĕ театр училищине вĕренме кĕрет,тепĕр пилĕк çултан вĕренсе тухать. 1998 çулта Николай Губенкăн «Содружество актеров Таканки» театрĕнче ĕçлесе пурăнать. Авланнă,пĕр ывăл çитĕнет. ФИЛЬМОГРАФИЯ 2000çул — « Маросейка 12» 2001 çул « Дальнобойщики» (Приемник сăнарĕ) 2002çул «Звезда»( Быков сăнарĕ) 2003 çул « Ангел на дорогах» 2006 çул « Грозовые ворота» 2007 çул « Приключения солдата Ивана Чонкина» (Иван Чонкин сăнарĕ) 2005 çул « Есенин» 2011 çул « Товарищ Сталин»( Егор Козлов сăнарĕ) ТЕАТРТИ РОЛЬСЕМ Анатолий Воропаев продюсер компанийĕнче спектаклсенче вылять «Чонкин» «Шулера» 61-МĔШ ШКУЛТИ 9-МĔШ КЛАССЕНЧИ АНКЕТА Эсир çак актерсене пĕлетĕр-и? 1.Николай Мордвинов. 2.Станислав Садальский. 3.Анатолий Гущин. Ытларах ачасем С.Садальский актера пĕлеççĕ.