Н.Я.Бичурин пурн=ё\пе пултарул=х\ Муркаш район\нчи Шатракассинчи п\т\м\шле п\лъ паракан шкулти ч=ваш ч\лхипе литературине в\рентекен Вишнева Ольга Александровна В\рентъ: Бичурин пурн=ёне, ёул-й\рне й\рлесси, палл=рах \ё\семпе паллашасси; Калаёу ч\лхине аталантарасси; Сап=рл=х: Бичурин пек тър\ чунл= тъс\мл\ пулма в\рентесси; ч=ваш ятне т\нче шайне ё\клен\ хал=х ыв=лне хисеплеме в\рентесси; йыв=рлёхсене ё\нтерме в\рентесси; Илемл\х: илеме туйма: авалл=ха хисеплеме в\рентесси. Н.Я.Бичурин пур=нн= тата ёърен\ выр=нсене палл= тун= картт=-схема; «Бичурин=н пурн=ё\пе \ё\-х\л\» синхронл= таблица; Н.Я.Бичурина халаллан= илемл\ произведенисем Урока П.Хусанкайăн «Бичурина» сăввипе пуçлатпăр.4 ача икшер çавра пăхмасăр вулать. (Хыпар кĕнеки.Ш 1997.аван.9 Н.Бичурин.23.3.) 1-м\ш в\ренекен Асаплă ĕмĕрте пур ёутă шухăш Патша патакĕ айĕнче чухне. Эс ху ёуралнă ял ятне ас тунă. Хăвна аран ъстернĕ ял ятне. Мĕскер ун чух вăл търĕ пилĕксемшĕн Бичурино е Шĕнерпуё тени. Сана вăл илтĕннĕ илемлĕ юррăн Эс шухăшланă эп ёав ял ёынни. 2-м\ш в\ренекен Кун-ёулăмăр йĕрне йăлтах манмашкăн Хистех тăнă пулин та самана. Ялун пехилĕ аякра йăпатнă Хура пъртри хăй ёути пек сана. Пĕр каснă чĕлĕ ёыпăёаймĕ тенĕн. Эс ёулсерен куляннă тарăхса. Тăван йăха эс парăмлă пек пулнă Тăван чĕлхемĕре,тăван ăса. 3-м\ш в\ренекен Пĕрремĕш хут ёăвар уёса каланă Чи ăшă сăмахсем атте-анне. Умна эрешлесе кăларнă чĕррĕн Асран кайми ачалăхун сăнне. Чĕлхе…пулман-ёке ăна ёул паман-ёке. Ху халăхушăн хытă къренсе. Вара эс хĕвелтухăёне тинкернĕ. 4-м\ш в\ренекен Хăватлă вырăс чĕлхине пĕлсе. Эс Пушкинпа калаёнă куёа-куёăн. Декабристсемшĕн пулнă ёывăх ёын. Сĕм тĕттĕмре те халăх ăсĕ ёиёнĕ. Чăваш ăсне кăтартрăн эс туллин. Хăрушă ĕмĕрте ёĕклерĕн эсĕ Тăван Российăн чăн ăслăлăхне. Пур халăхшăн та ёĕнĕрен эс уёрăн Пуян ăс-хакăл Ази алăкне. «Бичурин» – авалл=хран илт\некен ят ев\р туй=нать. Ку ч=ннипех те ёав=н пек. 2 \м\р ёур=на ях=н каялла пур=нн= ч=ваш хал=х\н мухтавл= ыв=л\н Н.Я.Бичурин=н яч\ п\р тапх=р истори тусан\пе ман=ёма тыт=нн=чч\ ,ёапах та асл= учен=й=н, х\вел тух=ё т\чевёин, философ=н, этнограф=н хисеп\ тасалса тавр=нч\. 1 вĕренекен. Никита ачалăхĕ. Н.Я.Бичурин чăваш хушшинче хальхи Шупашкар районĕнчи Шемшер ялĕнче ёуралнă, ачалăхне Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуё ялĕнче ирттернĕ.Унăн ашшĕ чăваш хресченĕ пулнăскер, малтан тияккăнра,каярахпа пупра ĕёленĕ. Вăл ъснĕ вăхăтрашкулсем пит сахал пулнă.Тепĕр енчен, пуп таврашĕн ачасене пупсене хатĕрлекен шкулсенчех вĕрентме хушнă,Ёавăнпа вăл ёамрăклах Хусанти духовнăй семинарие вырнаёнă.1786 ё.унтан вĕренсе тухсан ăна духовнăй академие илеёёĕ.Унтан вăл 1799 ёулта вĕренсе тухать. Бичурин ачаранах тĕрĕслĕхе тата ырă кăмăллăха хисеплесе ёитĕннĕ, вăл мĕскĕнленме, аслисен умĕнче йăпăлтатма юратман, каярахпа ёак мăнаёлăх туйăмĕ ăна нумай инкек кънĕ, пулас тĕпчевёĕ тантăшсемпе чăвашла калаёса ёитĕннĕ, тăван тавралăхри сăвваюрра,йăла-йĕркене пĕлнĕ. Яков Данилов кил-йышĕ 18 ĕмĕр вĕёĕнче вĕёсĕр-хĕрсĕр инкек тъсет.1794 ёулта кил хуёи сулахай алă пърнисемсĕр тăрса юлать, садри ъплере ёывăрнă вăхăтра пĕрремĕш пуп ăна курайманскер пуртăпа касса татнă.1796 ёулта унăн ашшĕ, тепĕр ёултан мăшăрĕ ёĕре кĕреёёĕ. 1799 ёулта вăл Шупашкарти Троицк монастырьне манаха каять. Ш\нерпуё ял\ Хусан академий\ 2 вĕренекен. Эльвира Кузнецовăн «Начало пути» кĕнекине вуласа тухсан пирĕн ума Никита пурнăçĕ яр уççăнах тухса тăрать. Ашшĕне пÿрнесĕр хăваракан пуп халĕ ĕнте кураймасть. Ă на хăнаран килекенскере кĕпер урлă каçнă чух çапса ÿкермелле пулать. Анчах та çак вăрттăн калаçăва Майпике, Никитăна килĕштерекен хĕр, ăна пĕлтерме чупать. Никитăна тарма кăшкăрса, ăна çăлать. Анчах та ăна хăйне пуçран çапса вăйлах амантаççĕ, çавăн хыççăн темиçе кунтан вăл вилет, вилес умĕн хăй ăна юратнине пĕлтерет. Ку çухату хыççăн ăна та йывăр килет. Ăна çăлассишĕн хĕр хăйĕн пурнăçне шеллемест. Нимрен те хăрамасть. Чăн таса юрату вăйĕ кунта куçăнах курăнать. Н.Я.Бичурин пултарулăхĕ чи малтан поэзире палăрнă. 1795çулта вăл Н.Пичуринский псевдонимпа вырăсла «Тĕлĕк» тата авалхи грекла «Юрă» одăсем хайлать,ç авăн пекех чăвашла мухтав сăвви те çырать. Вĕсене çамрăк поэт хăйĕн вĕрентекенне Амвросий епископа халаллать 3 вĕренекен. 1800 çулхи июлĕн 18-мĕшĕнче 23-ри учитель манаха тухать. Н.Я.Бичурин манаха кайни паян кун та паллă мар-ха. Пĕрисем вăл çав утăм телейсĕр юратăва пула тунă теççĕ,теприсем чап туянма уçасшăн пулнă теççĕ. Тĕрĕсне пĕлес тесен çав вăхăтри фактсене шута илмелле. Тăван кил саланса кайни академирен вĕренсе тухакан Никита Бичурина сахал мар шухăшлаттарнă ĕнтĕ. Çав вăхăтра унăн икĕ çул пулнă:е ашшĕ вырăнне священнике каймала, е академирех юлмалла. Яла кайсан унăн пуласлăхĕ курăнман, укçи-тенки енчен те хĕсĕк пурнăç кĕтнĕ. Çав вăхăтрах информатори класĕн учитĕлĕн ĕç укçи сахалах пулман. 220 тенкĕ. Манаха кайсассăн çав укçа çумне тата 120 тенкĕ хутшăнма пултарнă. Тăван килĕ хупăнни,бюджет ыйтăвĕ-çаксем пурте ăна академирех юлма хистенĕ. Вăл хăй ялти священникран ытларах тума пултарасса «çунса тăракан чĕри валли» тивĕçлĕ ĕç тупасса шанса ĕненнĕ. Манаха кайни – унăн çак çул çинчи 2-мĕш пысăк утăмĕ пулнă. Çав вăхăтра унăн тĕслĕх вы- рăнне 3 çын пулнă. Лебединский, Троепольский тата Соколов.1-мĕшне 1797-мĕш çулта акаде- ми ректорне лартнă,тепĕр 2 çултан вăл епископа тухнă. Троепольский 1798 çулта манаха кĕнĕ те тепĕр 6 уйăхран ăна академии ректорне лартнă,тата тепĕр 5 уйăхран вăл епископ санне ти-вĕçнĕ. Бичуринпа туслă пулнă Соколов та манаха тухнă хыççăнах пысăк вырăна ларнă.1799 çулта вăл архимадрит пулать те тепĕр 5 уйăхранах ăна академии ректорне лартаççĕ . Ахăртнех манаха тухнă чухне Бичурин çак ÿсĕм картлашкине шута илнĕ. Çĕр çинче тĕрĕслĕхе çиеле кăларасси пысăк ĕç вырăнĕ йышăнничен чылай килет тесе шутланă вăл. Эпископ пулса П.Прокопьев йышши священниксемпе кĕрешме ĕмĕтленнĕ халăха хут вĕрентес ĕçĕ кÿлĕнме шухăшланă. Ахальтен мар ĕнтĕ хăйне Иркутск семинарийĕн ректорне лартсассăнах (1802) çамрăк архимадрит çирĕп йĕрке тума тытăнать .Çавăн йышши çынсем тÿсĕмлĕ манах идеалĕнчен чылай инçетре тăнă. Çак хирĕçÿлĕх Иакинф манахăн хура духовенствăри ÿсĕм çулне пÿлсе лартать: ăна хăйĕн пÿлĕмĕнче хĕр усрать тесе, Тобольск хулине тĕрмене яраççĕ. Çав хулари ссылкăра хăй вăхăтĕнче Аввакум протопоп,А.Н.Радищев пурăннă. Çав вăхăтран пуçласа Иакинф архимадритăн ĕмĕчĕ татăлнă,унăн каллех йăпăлтисемпе ултавçăсен куçĕнчен пăхма,вĕсенчен асăрханма тивнĕ. Юрать-ха Бичурин вĕрентекенĕ,ăна ашшĕ евĕр юратнă Амвросий, вăл вăхăтра Синодра ĕçлекенскер,пултаруллă та чăрсăр манаха хĕрхенсе пулăшать, архимадрит санне каялла тавăрса,Китая каякан тĕп миссийĕн пуçлăхне лартать. «Сĕм тĕттĕмре те халăх ăсĕ ёиёнĕ. Чăваш ăсне кăтартрăн эс туллин». 4 вĕренекен. Эльвира Кузнецова «Начало пути» кĕнекине вуланĕ май вĕреннĕ чухне Саня Карсунскийпе, амăшĕпе пĕр тăван йăмăкĕн ачипе туслашать. Вĕсем иккĕшĕ те пĕр хĕре килĕштереççĕ. Таня Саблукова Саньăна суйласа илет,мĕншĕн тесен вăл лăпкă çемье телейне килĕштерет. Никитăпа ун пек пурăнма май çук тесе шутлать. «Эсир вăйлă, Саня мансăр пĕр кун та пурăнаймасть. Эпĕ уншăн пĕтĕм пурнăçĕ» ,- çапла каласа уйрăлать унран Таня. «Хĕрĕн сăмахĕсенче тĕррĕсси те пур. Телейлĕ тума пултаратăп-и эпĕ ăна? Ман чуна çывăх 2 çын телейлĕ пулччăрах», - тесе шухăшлать Никита. Вăл вĕсем телейлĕ пулнишĕн те савăннă. Малтанах Саньăпа Никита калаçса татăлаççĕ: «Кама хĕр суйласа илет вăл телейлĕ, тепри – манаха каять». 5 вĕренекен. 1807 ёултан пуёласа 1821 ёулччен,14 ёул хушши Пекинра пурăнса, пысăк хастарлăхпа тăрăшса каялла тăван енне питĕ сумлă «пурлăхпа» тавр=нн= Н.Бичурин. 270 томран тăракан Китай историне,18 томлă статистика докуменчĕсене, 20 томлă энциклопедие,6 томлă словаре тимлĕ тишкерет.Пекинра пурăннă чухне вăл китайпа вырăс чĕлхисен 19 пайлă,12 пин сăмахлă словарьне хатĕрленĕ.Китай чĕлхинчен вырăсла чылай кĕнеке куёарнă. Вĕсенчен чи палли «История Китая и полная география всех земель подвластных этой империи».Ёавăн пекех Китай,Маньчжури, Монголи,Тибет,Туркестан ёыннисен тумĕсене ъкерсе илме тăрăшнă. Бичурин 1821 ёулхи майăн 15-мĕшĕнче Пекинран Раёёей еннелле 15 верблюд ёине 12 ещĕк кĕнеке, алёырăвĕсем, картăсем, плансем =саннă. Пĕр ещĕкне 20 том вырнаёнă. 400 пăта яхăн тайнă вĕсем. Пекинри выр=с элчисем пур=нн= выр=н План Лхасы, составленный Бичуриным Петербурга çитсенех Н.Я.Бичурина-Иакинф аттене-синод сучĕ умне тăратнă. «Эсĕ Китайра Христос тĕнне сарасшăн тăрăшман,чиркÿре кĕлĕсем ирттермен,ç ылăхран хăрамасăр наукăсемпе апаланнă»,- тенĕ ăна. «Эпĕ алă усса лармарăм. Эпĕ аслă Раççей мухтавĕ ÿссе пытăр,çĕр-шыв чапĕ тата çулерех çĕклентĕр тесе ĕçлерĕм», - хăюллăн хуравланă учёнăй. Вăл хăйне малашне наукăпа кăна ĕçлеме ирĕк пама ыйтнă. Анчах 1 Николай патша тĕпчевсене тата хытăрах хĕсме хушнă. Унăн архимадрит ятне туртса илнĕ, ахаль манаха çеç хăварнă та, Ладога кÿли варрине, Валаам утравĕ çине, манастир тĕрмине ĕмĕрлĕхех хупса лартнă. Тĕксĕм те тискер тĕрмере Н.Бичурин хурланса лармасть, китайларан вырăсла куçарать, Китай писатĕлĕн произведенийĕсене пичете хатĕрлет. Хĕвел тухăçĕнчи халăхсен историне, чĕлхине,йăли-йĕркине ун чухне Раççейре никам та Бичурин чухлĕ пĕлме пултарайман. Ă на ют çĕр-шыв ученăйĕсем те асла хурса хисепленĕ. Çавăн пек пултаруллă çынна тĕрмере усрама юраманнине ăнланса илнĕ çынсем Бичурина ирĕке кăларма тăрăшаççĕ. Зинаида Волконская писательница тĕрмене темиçе хут та пырса каять, ун урлă писатель ытти тĕпчевçĕсен ырă шухăшне пĕлтерет. Кĕçех Бичурина Ют çĕр-шыв ĕçĕсен министерствин Ази департамĕнчĕнче тăлмач пулма илсе килеççĕ . Хăйне ăна Петербургри Александр Невский мăнастирĕнче пĕр пулĕм(келья) параççĕ. Тĕрмерен хăтăлнă тĕпчевçĕ-писатель тепĕр хут хĕрÿлĕхпе наукăпа литература ĕçне пуçăнать. Ăна хăюллă писательсем, художниксам, тĕпчевçĕсем хавхалантарса тăнă, хăйсем патне хăнана чĕннĕ , тĕттĕм келйине кĕре-кĕре тухнă, калаçнă,пулăшнă. З. Волконская Ёыравё= т\рмене темиёе хутчен пырса каять. Петербургри Александр Невский мёнастыр\нче п\р келья пан= «Эс Пушкинпа калаёнă куёа-куёăн Декабристсемшĕн пулнă ёывăх ёын». Камсем-ха вĕсем чăваш писатĕлĕн тусĕсем. Чи çывăххисем-Александр Пушкин поэт, Карл Брюллов художник, Николай Бестужев декабрист. А.Пушкинпа Н.Я.Бичурин туслăхĕ 10 çула яхăн тă сăлнă. Аслă поэт Бичурин кĕнекисене вуланă, çыра-çыра илнĕ. Бичурин ятне вăл дневникĕнче асăнать,1829ç.ноябрь-декабрь уйăхĕсенче Шиллинг баронпа Бичурин Китай тата Хĕвел тухăç Çĕпĕрне экспедицие кайма хатĕрленеççĕ. Пушкина та сĕнеççĕ.(16 стр.Н.Бичурин «Ради вечной памяти» Ч.1991.) пĕрле Китай çĕр-шывне кайса килме пуçтарнать,а нчах патша ирĕк паман пирки çула тухаймасть. Аслă поэтпа аслă тĕпчевçĕ хăйсен кĕнекисене ырă сăмахсем çырса пĕр-пĕрне парнелеççĕ. Бичурин калаçăвĕпе хавхаланнă Пушкин 1833 çулта, Ч ăваш çĕр-шывĕпе иртнĕ чухне, Шĕнерпуçне кĕрсе тухать.( Сверчковăн картини «Пушкин чăваш ялĕнче»).А.С.Пушкин урлах Бичурин декабристсемпе çывăх туслашать. Одоевский, Лкнин,Корнилович,Горбачевский, Якубович декабристсемпе тĕл пулать, Николай Бестужев декабрист патне Байкал Леш енне ятарласа кайса килет. Бестужев ăна «эсĕ пирĕн картари ăмăрткайăк» тесе каланă, хăйĕн ал-ура сăнчăрĕсенчен шăрçа ярăмĕ туптаса панă, асăнмалăх пысăк портрет ÿкернĕ. Халĕ çав портрет Кяхта хулинче упранать. Н. Бестужев декабрист Х=й\н ал-ура с=нч\р\нчен ш=рёа яр=м\ туптаса пан=: ун пыс=к портретне ъкерн\. К. Брюллов Н.В. Гоголь Бичурина Раёёейри Наук=сен Академи-й\н Демидов премине илн\ ятпа саламлать. 1834 ё. Сверчковăн картини «Пушкин чăваш ялĕнче». Н. Моллер асаил\в\сем Э.Кузнецова «Начало пути» кĕнеки те Надя мăнукĕ (А.В.Карсунский мăнукĕ) унран çав шăрçана ыйтнинчен пуçланать. 7 вĕренекен .НадеждаМоллер аса илĕвĕсем (Хыпар кĕне-ки.23,3№ Ш.1997,авăн 9) «Пирвайхи асаилĕвĕм тĕтреллĕ те пăтранчĕкскер,1840 çулпа çыхăннă. Эпĕ ун чухне ача кăначчĕ. Пуш уйăхĕнче пирĕн кукамай,Татьяна Лаврентьевна,Иакинф атте килĕщтернĕ хĕр вилсе кайрĕ. Эпĕ хăраса ÿкрĕм,макăрма тытăнтăм. Сасартăк ман патăма кукаçи пырса тăчĕ,пысăк кăна хĕрлĕ панулми пачĕ,чуптурĕ». «Çу кунĕсенче эпир ытларах дачăра ирттереттĕмĕр.Илемлĕ сад.Ырă шăршăллă йывăç- курăк ăшне путнă шилĕк ларатчĕ.Шилĕкри пурнăç ăна Китайрине аса илтеретчĕ.унта вăл китайларан куçаратчĕ,çыратчĕ… Пĕчĕк турапа унăн çÿçне тураттăм.Кукаçи çÿçне турасси мана тивĕçчĕ. Ку ĕçĕ урăх никама та шанмастĕç». «Пурнĕскеçĕм,пĕчĕк путекĕм!»-тесе чĕнетчĕ мана. Учитель сăмахĕ:Авалхи римлянсен афоризмĕ асăмрах «Ăçта – пурнăç,унта - поэзи». Надеждин теорийĕ (Мускав литераторĕ) Бичурин чунне те çывăх пулнă.Бичурин ĕçлес хавхаланăвне «çынлăхра,унăн пурнăçĕнче историнче» тупнă,тепĕр майлă каласан «ахаль çĕр çинчи пурнăç чăнлăхĕнче». «Эпĕ кирли çинчен кăна уççăн тата кĕскен çырма хăнăхнă,-тенĕ Бичурин.-Пушă сăмахсем валли повесть текен юмахсенче анчах вырăн пулма пултарать, вĕсенче шухăшласа кăлар- ни чăна тухать».(Хыпар кĕнеки.23,3№ 1997,авăн 9 стр.8) 18 ĕмĕрти шухăш-туйăмлă Бичурин вырăс культурин ĕçченĕсемпе пĕр чĕлхе хăвăрт тупнă. Мускав литераторĕсемпе те лайăх хутшăнусенче пулнă:Надеждин,Полевой,Ознобшин.Пе- тербургри литература салонĕнче пирĕн ентеш И.Крыловпа хутшăннă;кунтах Н.Бестужев декабристпа паллашнă,туслашнă.Погодин асаилĕвĕнче «Одоевский гостинайĕнче» савă- нăçлă Пушкинпа китайсен пек хĕсĕк куçлă Иакинф атте тĕл пулнă.Пушкин Бичуринпа 1827 ç.июнь уйăхĕнче паллашма пултарнă,Карамзинсен çемйинче.Пушкин та ссылкăран таврăннă.Бичуринпа Пушкина малтанах иккĕшĕ те ссылкăран таврăнни çывăхлатма пултарнă.Биографи енчен илсен-иккĕшĕ те Вольтер пултарулăхне юратни пĕрлештернĕ. «Генриадана» Бичурин вырăсла куçарнă.(Пушкин сĕннипе вуланă теççĕ вăл ку произведение).Пушкин 1830 çулта литература хаçачĕн 59-60№№ Бичурин çырăвĕсене вырнаçта- рать.Пушкин çине тăнипе «Çурçĕр чечекĕсем»(1832) тата «Телескоп»(1833) Бичуринăн «Байкал» çул çÿрев очеркĕсем пичетленсе тухнă:«Байкал», «Прогулка за Байкал», «Отрывки из путешествия в Сибирь».(«Байкал» очерк сыпăкĕсемпе паллашни).Ыйту:Мĕншĕн тă- ван чĕлхепе,чăваш чĕлхипе пичетленмен-ха, чăваш ячĕпе ĕçлеме пултарайман.(Ун чухне чăваш халăхĕ çырулăхсăр пулнă-çке-ха!). «Хăрушă ĕмĕрте ёĕклерĕн эсĕ Тăван Российăн чăн ăслăлăхне». 8 вĕренекен 1826-1837çç.тĕнчипе паллă тĕпчевçĕ пулса тăрать. Пурнăçĕн ку тапхăрĕнче пирĕн ентеш çывăх юлташĕсене çухатнă: А.Карсунские-семинаринче пĕрле вĕренннĕ юлташне, Шиллинга, тата аслă поэта-А.С.Пушкина. Çакăн чухне Шĕнерпуçне кайса амăшĕнпе аслашшĕн вилтăпри çинче пулать, Шупашкарта – ашшĕн вилтăпри çинче. 1777ё. авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Хусан кĕпернинчи Ёĕрпъ вулăсĕн Шемшер ялĕнче Яков Данилов дьякăн кил-йышĕнче ёуралнă(халĕ ЧР Шупашкар районĕ).Ачалăхне Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуё ялĕнче ирттернĕ. 1786-1799 ёё.Хусанти духовнăй семинаринче вĕреннĕ. 1795ё. «Пичуринский» псевдонимпа вырăсла «Тĕлĕк» тата авалхи грекла «Юрă» сăвăсем пичетленĕ. 1799 ё.Духовнăй академирен вĕренсе тухсан,питĕ пултаруллă вĕренсе пынине кура, грамматика вĕрентме хăвараёёĕ(информатори учитĕлĕ). 1800 ё.утă уйăхĕн 18 мĕшĕнче 23 ёулхи учитель манаха тухать.Малашне вăл Иакинф Бичурин пулса тăрать. Иеоромонах ятне илсе Хусанти тĕн академийĕнче преподователь пулса ĕçлет. 1801ё. чък уйăхĕнче– Хусанти Иоан манастирне ертсе пырать. 1777-1802 ёё. 20 ёул хушши Атăл тăрăхĕнче пурăннă,кунта вăл пĕрремĕш утăм тунă, кунтах вăл пархатарлă ĕёе пуёăннă.Питĕ пултаруллă вĕренекен пулнă: грек, латин, француз чĕлхипе калаёма пултарнă. 1802 ё.Иакинфа архимадрит санне параёёĕ те Хусантан Иркутска Вознесенский мăнастирне яраёёĕ.Унта ăна семинари ректорĕ туса хураёёĕ. 1806ё. «Айăпа кĕнĕшĕн» архимадрит санне туртса илеёёĕ,Тобольск мăнастирне ăсатаёёĕ, семинарине риторика предметне вĕрентме хушаёёĕ.Амвросий, пултаруллă монаха хĕрхенсе пулăшать, архимадрит санне тавăрма пулăшать, Китая каякан тĕн миссийĕн пуёлăхне лартать. 1807ё.Монгол ёĕр-шывĕ урлă Китая каять. 1807çё «Тъпе айĕнчи империре», Китайра. 1821ёё.14 ёула яхăн Китай чĕлхи, Китайри халăхсен энтографи, географии, истории, эконо- мика, философии, поэтика т.ыт. ăслăлăх ыйтăвĕсемпе шутсăр интересленет,вĕсемпе ырми- канми ĕёлет. 1821ё. миссионер ĕёне начар туса тăнăшăн Санкт-Петербурга чĕнтереёёĕ. 1822ё.Александр-Невски лавринче тытнă. 1822ё. Синод сучĕ йышăннă тăрăх, ахаль манах туса Ладога кълли варрине,Инёетри Валаам мăнастирĕн тĕрмине ĕмĕрлĕхех хупса лартаёĕ. Ку кичем тĕрмере те алла усса лармасть:Китай чĕлхинчен историшĕн питĕ хаклă 15 кĕнеке вырăсла куёарать. 1826ç.3 ёул та 2 уйăхран 4 ёуллăха Валаамран хăтарса, Петербургри Невски мăнастирне вырнаçтараёёĕ те Ази депортаметĕнче тăлмач ĕёне туса пыма хушаёёĕ. 1826-1837ё.тĕнчипе паллă тĕпчевёĕ пулма тăрать. 1828ё.Раёёей академийĕн член-корреспонденчĕ. 1830ё.Раёёейпе Монголи чиккинчи Кахта хулинче китай чĕлхине вĕрентмелли училище уёма май тупать. Кун пек шкул халиччен ниёта та пулман. «Китай чĕлхин грамматики»учебник ёырса кăларать. 1831ё.Парижри Ази обществин членĕ. 1835ё.учебник ёырса кăларнăшăн Демидов премине илме тивĕё пулать.(Ку премие тата 3 хут илме тивĕёлĕ пулать). 1838ё.тепĕр хут Кяхтăна кайса каялла таврăннă чухне хăйĕн ачалăхĕ иртнĕ тăван Шĕнерпуё ялне кĕрсе курнă. 1853ё.ёу уй=хĕн 11-мĕшĕнче тĕнчипе паллă,ёав хушăрах манăёа тухнă чирлĕ манах вилсе кайнă. Ёу уй=хĕн 12-мĕшĕнче тĕпчевёĕ писателе Питĕрти Александр-Невски лаврин некропольне пытарнă. Некрополь 18 века 1.Могилы Строгановых 1.Надгробие В.С.Попова 3.Могила А.Н.Воронихина 4.Могила К.И.Росси 5.Могила о.Иакинфа (Н.Я.Бичурина 2002с.Юпа уйăхĕнче «Хыпар» хаçатра «Пархатарлă ĕçне асра тытасчĕ» статья пичетленнĕччĕ.унта çапла çырни пур: «Эпĕ час-часах Александр Невский лавринче пула- тăп»,-терĕ Н.Я.Бичурин еткере тата паянхи ăслăлхăхпа культура аталанăвĕсен ыйтăвĕсем аслăлăх конференцине хутшăннă Санкт-Петербургри чăвашсен тимлĕхĕн ертÿçи В.Золотов.Иакинф вилтăприйĕ çинче яланах чĕрĕ чекексем.Раççей халăхĕ Н.Я.Бичурина хисеплет.ЧНК 5 Аслă пухăвĕ ĕçленĕ вăхăтра,Чăваш патшалăх гуманитари аслăлăхĕн институтĕнче тавра пĕлÿлĕхне никĕслекен ,Демидов премийĕн 4 хутчен лауреачĕ Германипе Франци наукисен академийĕн член корреспонденчĕ Н.Бичурин çуралнăранпа 225 çул çитнине халалланă аслăлăх конференцийĕ иртнĕ.Чи малтанах конференцийе хутшăна- кансем гуманитари институчĕ патĕнче Н.Бичурин палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç. «Н.Бичурин ятне яланах асра тытасчĕ»,- терĕç ăсчахсем.Шемшер ялĕнче аслă тĕптевçĕ халалласа сквер тата пултарулăх çуртне уçас тесе шутланă.Проекта Фёдор Мадуров ху- дожник монументалист хатĕрленĕ.Çавăн пекех Шупашкарти 3-мĕш шкулта Бичурина халалласа уяв ирттернĕ». Паянхи урока Бичурин китайларан вырăсла куçарнă «Виç сăмахлăх» сăввăн сыпăксемпе вĕçлес килет…( «Хыпар» 23,3№ 10 стр.) 1 вĕренекен «Н.Бичурин ятне яланах асра тытасчĕ!» Бичурин китайларан вырăсла куçарнă «Виç сăмахлăх» сăввăн сыпăксемпе вĕçлес килет пааянхи т.лпулёва…( «Хыпар» 23,3№ 10 стр.) 2 вĕренекен 3 вĕренекен Çуралать кашни этем Хăйĕн ырă чунĕпе. Çыннăн чунĕ улăшать: Пархатарĕ çун унра. Чунĕпе пĕрех вĕсем, Вĕрентÿ ĕç мехелне Ача чух вĕренмесен Уйрăм пулĕç ÿснипе. Тимлĕрех тытма хушать. Вĕрентсе пыман чухне 4 вĕренекен Пĕчĕкрен ăс илмесен Мĕн кĕтейĕн ватлăхра? 5 вĕренекен 6 вĕренекен Ача чухне вĕренер Мухтавлă ят илетĕр- Уссен ĕçе пикенер. Аçу,аннÿ чапланĕ; Канаш парар пуçлăха, Несĕл ятне çĕклетĕр; Ырă тăвар халăха. Тăхăм чтне туянĕ. 7 вĕренекен Усем кÿрет тăрăшу, Çук пайти сÿрĕклехре. Асра тăтăр шухăшу: Ырлăх – пĕр ĕçченлĕхре. Словарь ĕçĕ е сăмах диктанчĕ. Синод – православи чиркĕвĕнчи чи аслă тĕн учрежденийĕ. Епархи– архиерей пăхса тăракан чиркÿ округĕ. Архиерей – тĕн йĕркинчи аслă чинсен ушкăнĕ. Епископ – аслă тĕн санĕ, вĕсене тепĕр майлă иерарх тенĕ. Митрополит – чи аслă архиерит,епискосенчен асли. Монастырь – монахсемпе монашкăсем пурăнакан община хуçалăхĕ. Монах – чиркÿ йĕркисене аскетла тытса пур=нма с=мах пан= ёын. Иеромонах – монах, священник. Архимадрит – священник монахсен аслă чин,арçынсем монастырьне тĕрĕслесе тăракан. Игумен – арçын монастырьне тытса тăракансем. Иерей – священник. Тавралăхĕ Байкал Азин варринче, Раёёейре, Иркут облаёĕпе Буряти чиккинче вырнаёнă. Кӳлĕ ёурёĕртен кăнтăр-анăёалла 636 ёухрăма мăн ёур уйăх евĕр тăсăлса выртать. Байкалăн анлăшĕ 25-рен 80 см ёити пулать. Шыв ёийĕн лаптăкĕ 31,5 пин см², вăл Бельги, Нидерланд е Дани территории калăпăшлĕ. Шыв тĕкĕрĕн лаптăкĕпе Байкал тĕнчери чи пысăк кӳлĕсем хушшинче 6-мĕш вырăна йышăнать. Ёыран хĕрри йĕрĕн тăсăлăвĕ — 2 100 çм. Кӳлĕн вăтам тарăнăшĕ пысăках мар — 730 метр. Вăл нумай тарăн кӳлĕн чи тарăнăшĕнчен те чылайрах. Ёакă ĕнтĕ, пĕтĕмĕшлĕ каласан, Байкалăн ёав тери нумай янтă шыв пурлăхне — 23 пин см³ (тĕнчери тăварсăр шыв янтă пуррин 22 % — ёутёанталăкри пур кӳлĕсенче 123 пин см³ шыв). Янтă шыв пурлăхĕн калăпĕшпе Байкал тĕнчери кӳлĕсем хушшинче иккĕмĕш вырăнта, умĕнче Каспи тинĕсĕ ёех, анчах та Каспире шыв тăварлă. Байкалра шыв Мăн кӳлĕсен калăпăшĕнчен нумайрах, Ладога кӳллинчен, сăмахран, 23 хут нумайрах. Байкала 336 юханшывпа пĕчĕк юханшыв шывне турттарать. Чи пысăккисем — Селенга, Тури Ангара, Баргузин, Турка, Снежная, Сарма. Кӳлĕрен пĕр шыв çеç — Ангара — юхса тухать. Байкал çинче 27 утрав, чи калăпли — Ольхон (730 çм²); пысăк ёурутравĕ — Таса Сăмсах. Кӳлĕ йĕри-тавра ту хырёисемпе, сопкăсемпе хупăрланнă котловинăра вырнаёнă. Анăё ёыран хĕрри — чăнкă чул сăртлă, тухăёĕнчин рельефĕ вăшмакрах (вырăн-вырăнĕпе ту-сăрт темиçе вун ёухрăма та ёитет). Сейсмохастарлăх Байкал районĕ (Байкал рифчĕн ярăмĕ) ёӳллĕ хастар сейсмăлăхлă территори шутланать, кунта кулленех ёĕр чĕтренĕвĕ пулса иртет, чылайăшĕ сисĕнмелле мар — Рихтер шкалипе икĕ балла ёитиччен. Ёапах та хăват кисренӳ те пулкалать, 1862 çултахи вунă баллă ёĕр силеннĕ чух Селенга кӳлле юхса кĕнĕ тĕлĕнче ёурёĕр пайĕнчи 200 км² 1 300 ёын пурăннă 6 улус ёĕрĕ шыв айне кайнă, халĕ унăн вырăнĕнче кӳлмек шывĕ. Çанталăкĕ Байкалăн шыв янтăхĕ ёыран хĕрри климатне питĕ хытă улăштарать. Хĕл кунта ёемёерех, ёу — уёăрах. Ёуркунне Байкал ёине, юнашар ёерсемпе танлаштарсан, 10−15 кун кая юлса ĕлкĕрет, кĕркунне пĕрмаях тăсăмлă килет. Байкал районĕ хĕвел шевли ёуттипе пуян. Тĕслĕхрен, Большое Голоустное посёлокĕнче ёак кăтарту 2 524 сехете çитет — Раёёейре чи нумаййи. Хĕвелсĕр кун ёак пурăну вырăнĕнче — 37, Ольхон утравĕнче — 48. Климата байкал ёилĕсем хайлаёĕ, вĕсен кашнин харпăр ячĕ — баргузин, сарма, верховик, култук. Кӳлĕ пулса тăни Кӳлĕн ёул ӳсĕмне ăслăхёăсем 25−30 млн ёул теёёĕ. Ёак факт ёапла ĕнтĕ Байкала хăйне евĕр пĕртен-пĕр ёутёанталăк обьекчĕ туса палăртать, мĕншĕн тесен чылай кӳлĕ, уйрăмах пăрлăхран пулса тăнисем, вăтамран 10—15 пин ёул ёеё пурăнаёёĕ, кайран туйăн (юшкăн) тулнипе шурлăхланаёёĕ. Байкал космослăхран. Байкала тĕпчени историйĕ Иркутскпа таврашĕн схеми, 1699−1701 çç. С. У. Ремизов хатĕрленĕ. ТЕСТСЕМ 1.Бичурин юратнă наукăсем: 2.Бичуринăн вырăс тусĕсем А) истории, А) З.Волконская – писательница, Б) географии, Б) А.С.Пушкин – поэт, В) философии, В) К.Брюллов – художник, Г) чĕлхе науки. Г) Н.Бестужев – декабрист. 3. Бичурина хĕснĕ патша кам? А)1 Николай, Б)11 Николай, В) 1 Петĕр. 4. Бичуринảн чảн хушамачĕ? а) Яковлев; б) Данилов; в) Бичуринский 5. Никитảсảр пуçсảр çемьере тата миçе ача пулнả? а) 1; б) 2; в) 4; 6. Никита вĕреннĕ тĕн академийĕ хảш хулара вырнаçнả пулнả? а) Мускавра; б) Питĕрте; в) Хусанта; 7. Вĕренсе пĕтернĕ хыççảн Бичурина ảçта яраççĕ? а) Тĕн академийĕнчех хảвараççĕ; б) Иркутска яраççĕ; в) Китая тухса каять; 8. Иакинф архимандрит Китайра миçе çул пурảннả? а) 13; б)14; в) 10; 9. Н. Бичурин хảйĕн хảш произведенине чảвашла çырнả? а) «Байкал» очерк; б) «Тĕлĕк» ода; в) «Паян эпир айла тайлатпảр»; 10. Асảннả хảш ĕçе Бичурин çырман? а) «Земледелие Китая»; б) «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка»; в) «Описание Тибета». 11. Тĕпчев ĕçĕнче пысảк ÿсĕмсем тунảшảн Раççейри наукảсен Академийĕ паракан Демидов ячĕллĕ премие Н.Я.Бичурин миçе хутчен илнĕ? а) 2; б) 7; в) 5; Усă курма сĕннĕ литература Н. Бичурин пултарулăхĕ çинчен: o Никита Бичурин (Иакинф). «Хыпар» кĕнеки, 23, 3№, Ш., 1997, авăн, 9. o Григорьев П. Г. Никита Яковлевич Бичурин. Ш., 1954. o Жизнь замечательных людей./Жизнь монаха Иакинфа Бичурина. М., 1997. o Родионов В. Г., Родионова Э. И. Чăваш литератури. Хрестомати. Ш., 2002. 16 – 30 ст. o Родионов В. Г. Чăваш литератури. Вĕренÿ кĕнеки. Ш., 2003. 29 – 33 ст.